Такӑнса ӳкрӗм.
Мӗн пулчӗ-ши?
Ӳкекен марччӗ.
Ывӑнтӑм-ши?
Мӗншӗн? Мӗншӗн
Вӑй пӗтрӗ-ши?
Ӗмӗтленеттӗм
Эпӗ ҫитме
Сирӗлекен
Тӗнче вӗҫне.
Мӗн-ши? Мӗн-ши
Сӑрт хыҫӗнче?
Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...
Асӑрхаймарӑм
Пӗлес килнӗрен
Тӑвалла ҫеҫ
Утма тивнине.
Кам-ши? Кам-ши
Хистет ҫитме?
Пӗлӗтпе ҫӗр
Пӗрлешнӗ ен
Каять аякка
Ҫывхарнӑҫемӗн.
Темшӗн? Темшӗн
Канас килмест.
Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...
Такӑнса укрӗм.
Тӑрайӑп-ши?
Каҫ пуличчен
Чӑтайӑп-ши?
Манӑн, манӑн
Кӗрен тӗнче.
Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...